Иртнӗ канмалли кунсенче Атӑлҫи федераци округӗнче вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Шел те, вӑл пирӗн республикӑна та ҫитнӗ.
Вӑйлӑ ҫил республикӑри пур районта та пулнӑ. Ытларах Канаш тата Елчӗк районӗсем шар курнӑ. 28 кил-ҫурт, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 6 объект, нумай хваттерлӗ 5 ҫурт тӑкак тӳснӗ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри 80 яхӑн ялта электричество сӳннӗ. Вӗсенче — 3 пин кил-ҫурт шутланать, 7 пин ҫын пурӑнать.
Вӑйла ҫил хыҫҫӑн юлнӑ асар-писере ӗнерех, юпан 4-мӗшӗнче, йӗркене кӗртме тытӑннӑ. Электроэнергие паян каҫчен туса пӗтерме шантарнӑ.
Тепӗр ҫын чӗлхе-ҫӑвара питех те ирӗке яма юратать ҫав. Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакансенчен хӑшӗсене хӑйсен ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм аптӑратсах ҫитернӗ курӑнать. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавскер ҫынсене хӑртма, кӳрентерме, хӑйне килпетсӗр тытма именсе тӑман. Ҫынсем аптӑранипе ял тӑрӑхне евитленӗ. Ӗлӗкхи йӑлапа тесен те тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Мӑшӑрӗсене кӳреннӗ арӑмсем те маларах ял тӑрӑхне чупнӑ вӗт-ха. Кӳрентерекенсемпе шучӗпе халӗ йӗрке хуралҫисен ӗҫлемелле-ха.
Маларах асӑннӑ ял ҫыннисем эпир паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм пирки ял тӑрӑхне ҫӑхавланӑ. Ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Анчах вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те уяса тӑман 59 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм: хут ҫине ҫырма намӑс сӑмахсемпе ҫынсен умӗнчех хӑртса пӗтернӗ. Ҫакӑн пек пуҫтахланса ҫынна кӳрентернӗшӗн суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.
Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Чӑваш наци музейӗ акци ирттерет. Вӑл тата унӑн филиалӗсем ватӑ ҫынсем валли паян тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии» (чӑв. Археологипе палеонтологи тӑрӑх пӗлнӗ Чӑваш тӑрӑхӗнчи авалхи ҫынсем), «История Чувашского народа и Чувашского края с IX века до начала XX века» (чӑв. IX ӗмерпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑвашсен тата Чӑваш тӑрӑхӗн историйӗ), «Чувашия в XX веке» (чӑв. XX ӗмӗрти Чӑваш Ен), «Человек и природа» (чӑв. Ҫын тата ҫутҫанталӑк) экспозицисем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех «15 лет в строю» (чӑв. 15 ҫул ӗҫре) куравпа паллашма май пулӗ.
Ватӑ ҫынсем Чӑваш наци музейӗн филиалӗсенче те экспозицисене тӳлевсӗрех курма пултарӗҫ. Музейпе курав центрӗ, Василий Чапаев музейӗ, Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗршывӗ» асӑну комплексӗ филиалсен йышне кӗреҫҫӗ.
Канаш районӗнче арҫын 8 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкекре пӑрахман вӑл ӑна, хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ухман ялӗнче пулнӑ. Хӗрача 7 сехет те 20 минутра ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урапине хускатнӑ.
Водитель хӗрачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскерӗн ури аманнине палӑртнӑ, пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кун хыҫҫӑн 39 ҫулти арҫын авари вырӑнне таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Правана вӑл 4 ҫул каялла илнӗ. Анчах унӑн ОСАГО полисӗ пулман.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре МЧС ӗҫченӗсем темиҫе пушара тӗп тунӑ. Канаш тата Муркаш районӗсенче ҫулӑма сӳнтермет тивнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче 23 ҫулти ҫыннӑн лаҫӗ ҫунма пуҫланӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Анчах вут-ҫулӑм сарая тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Унта вара 100 кролик ҫунса вилнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн лаҫӗ, вутӑ сарайӗ ҫунса кайнӑ.
17 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш районӗнчи Юрпаш ялӗнче сарай таврашӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм йывӑҫ пӳрте хыпса илнӗ. Вӑл ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ.
Ҫав каҫах 20 сехет те 20 минутра Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тимсӗрлӗхе пула тухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ере 685 пушар тухнӑ. Ку 56 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарта 58 ҫын вилнӗ. 80-ӑн суранланнӑ. Пушарта 252 ҫынна ҫӑлнӑ.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче хӑйне евӗр авари пулнӑ. Унта 11 хир сысни вилни пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ку авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Паллӑ мар водитель «Чӗмпӗр-Ҫӗрпӳ» ҫулпа пынӑ. Канаш районӗнче хайхискер хир сыснисем ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра хир сыснисен кӗтӗвӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ.
Ҫав вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, Патшалӑх ветеринари служби тата Госохотрыбслужба ӗҫленӗ. Чӗрчунсен виллисене утилизациленӗ.
Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра хальччен кунашкал авари пулман. Кӑҫал урапасем ҫул ҫинче 2 пӑшие, 1 хир качакине, 3 хир сыснине ҫапса хӑварнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енре 7 пӑши, 3 хир сысни аварире вилнӗ.
Специалистсем водительсене «Тискер чӗрчунсем» паллӑ патӗнче асархануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи хӗрача Раҫҫейре чи нумай кӗнеке вулакансен йышне кӗме пултарнӑ. Евгения Михайлова «Чи нумай вулакан шкул ачи» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн танлаштарӑмӗнче (рейтингӗнче) 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгения Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнать. 8 ҫулти хӗрача Канашри 9-мӗш шкулта вӗренет. Вӑл вӗренӳ ҫулӗнче 472 кӗнеке вуласа тухнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Мускавра кӗнекесен пӗтӗм тӗнчери ярмӑрккӑ куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗрте чысланӑ. Шкул ачисене парнесене Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раҫҫей Почтин генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Инесса Галактионова панӑ.
Ачасем валли ятарласа Мускавра экскурси йӗркеленӗ. Вӗсем Раҫҫей патшалӑх вулавӑшне ҫитсе курнӑ.
Кӑҫал республикӑри ялсенче карантин хыҫҫӑн карантин. Акӑ Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнче те урнӑ чире пула карантин пулнине пӗлтернӗ.
Ку — ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа. Вӑтакас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан ҫын каланӑ тӑрӑх, унӑн кушак аҫи икӗ эрнелӗхе ҫухалнӑ. Кайран таврӑннӑ-ха вӑл, анчах кайри урипе уксахланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кушак аҫи кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлне алӑран ҫыртнӑ. Тепӗр кунхине вӑл хӗрарӑма тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗлӗшне кушак аҫине вӗлерме хушнӑ. Ҫав кунах вӑл кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ.
Ҫурлан 25-мӗшӗнче ветлаборатори ӗҫченӗсем экспертиза пӗтӗмлетӗвне илсе кушак урнӑ чирпе чирлине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.
Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.
Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.
Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.